Вӑл чуна витерсе "Ӗмӑр сакки сарлака", "Ӑраскал", "Ӳкенӳ" юррисене шӑрантарнӑ чухне асаннесем шӑпӑртатса аннӑ куҫҫульне тутӑр вӗҫӗпе шӑлатчӗҫ. Ҫамрӑксен чи юретнӑ юррисем те Людмила Семенова репертуарӗнченехчӗ. Юрӑҫ концертпа килессе пӗлсен пӗтӗм ял халӑхӗ культура ҫуртне кӗпӗр-р! пуҫтарӑнатчӗ. Ҫакӑ пирӗн пек шӑпӑрлансемшӗн те чӑн-чӑн уявччӗ. Унтанпа чӗрӗк ӗмӗр хыҫа юлчӗ. Халӑх артисчӗ сцена ҫине тухнӑранпах хӑйӗн умне лартнӑ тӗллевсем кӑна улшӑнмарӗҫ. Паян та уншӑн хуйхӑ-суйхӑра та, савӑнӑҫра та тӑван халӑхпа пӗрле пуласси чи пӗлтерӗшли. Пултарулӑхне те вӑл ӑна халаллать. Ҫепӗҫ те илӗртӳллӗ сассипе пин-пин ҫын чӗрине тыткӗнланӑ юрӑҫ кулленхи концертсемпе аякри ҫулҫӳревсен тӑхтавӗнче пирӗнпе курнӑҫма вӑхӑт тупрӗ.
Урампа арҫын ачасем хыҫҫӑн мечӗк хӑваласа чупнӑ, кӳрентерсен ҫийӗнчех ӗнсе чикки тыттарнӑ шухӗ Людӑран ҫулсем иртсен паллӑ артист /тата хамӑр республикӑра кӑна та мар/ ҫитӗнессе Вӑрнар районӗнчи Кивҫурт Енӗшсем тӗлленмен те пулӗ. Хӗвел тухнӑ-тухман униче енчи пӗверен шӑранакан янӑравлӑ сасса ҫависене пӑрахсах итлекенсем те ку Наҫтаҫ хӗрӗ пулни пирки тӳрех тӗшмӑртмен-ха. "Тул ҫутӑлсанах, тӑватӑ сехетре анне пире хур пӑхма вӑрататчӗ. Эх, тутлӑччӗ ҫав ача чухнехи ыйхӑ!" — аса илӗт ҫав вӑхӑта халӗ Людмила Ивановна. — Кӑмӑла ҫӗклес тесе чӗлхе вӗҫне килнӗ юрра-кӗвве шӑрантараттӑм. Ирхине сасӑ тӗ янах кайнӑ пуль, вӑй-хал та тапса тӑнӑ. Килте пӗр май ӗнӗрлесе ҫӳренине пула анне ятлама та пӑхатчӗ. Пӗве хӗрринче вара никамран та чару пулман."
Ҫапла, янӑравлӑ та ҫепӗҫлӗхӗпе чуна тыткӑнлакан сассине ҫутҫанталӑк ӑна хӑй пилленӗ. Пӳртре пӗрремӗш хут радио янӑраса кайсан виҫҫӗри Люда кӗвӗ ҫеммипе йӑлт-ялт сиккелесе: "Эп ҫавӑнта юрлама кайӑп!" — тенине пӗр тӑванӗсем хӑлӗ те ӑшӑ кулӑпа аса илеҫҫӗ.
Пӗрремӗш хут сцена ҫине тухни те манӑҫман. Виҫҫӗмӗш класс хӗрачи тӑватӑ ҫул аслӑ аппӑшӗн литература хрестоматийӗнчен ҫичӗ куплетлӑ сӑвва "туртса илнӗ" те кӳршӗллӗ Красноармейски районӗн ялӗнчи халӑха /шкул ачисен концерчӗ Мамҫара иртнӗ/ тӗлӗнтерсе пӑрахнӑ. "Кӑвак тинӗсри шавлакан хумсем урлӑ..." йӗркесене пӑхмасӑр каланӑ чухне халӑх шыв сыпнӑ тейӗн. Ун хыҫҫӑн ҫулӗсене курӑ мар тарӑн шухӑшлӑ юрра шӑрантарсан вӑра халӑх Людмилӑна сцена ҫинчен ярасшӑн та пулман. Ура ҫине тӑрсах тӑвӑллӑн алӑ ҫупнӑ.
Чуна витерекен тарӑн шухӑшлӑ юрӑсем ӑнсӑртран ҫуралманни те паллӑ. Пилӗк ачана амӑшӗ пӗр пӗччен пӑхса ӳстернӗ. "Пурнӑҫ кулачӑ ҫитерменнине пулах кулинари ӑсталӑхӗпе туслашма тӗв турӑм пуль", — яланхи пекех кӑмӑллӑн шӳтлет Л.Семенова. Аппӑшӗ хыҫҫӑн вӑл та кулинари училищине вӗренме кӗнӗ. Пултарулӑхӗ ӑна "Промтрактор" столовӑйне "йӗрлесе" ҫитнӗ. Ҫак вӑхӑт тӗлне Шупашкарти машина тӑвакансен техникумӗнче плановик-экономист профессине алла илнӗскер А.Бурундуков заводра йӗркеленӗ хорта пӗрремӗш утӑмсем тунӑ. Республикӑри пӗр фестиваль те Людмилӑсӑр иртмен. Ӑнӑҫлӑ конкурссенчен пӗрин хыҫҫӑн жюри йышӗнче пулнӑ ЧР тата РФ искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Ю.Васильев тӳсеймен, тахҫанах "куҫ хывнӑ" юрӑҫа хӑй ертсе пыракан Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамбльне йыхравланӑ. "Ҫакӑншӑн Юрий Васильевича паянхи кун та тав туса пӗтерейместӗп. Ун йӗрӗпе хама ҫирӗп шанса утатӑп эпӗ", — вӗрентекенӗ пирки хавхаланса калаҫать артистка.
Артист кун-ҫулӗ чӗрӗлӗхпе мӗн тери пуяннине шӑпах ҫакӑн хыҫҫӑн туйса илнӗ те ӗнтӗ Л.Семенова. "Икӗ теҫетке ҫул сисӗнмесӗр иртрӗ," — сӳтӗлет
аса илӳ ҫӑмхи. Пурнӑҫӗнчи чи пӗлтерӗшлӗ улшӑнусем ҫак тапхӑрта пулса иртнине палӑртать артистка: ҫемьере те, пултарулӑхӗнче те. 1991 ҫулта Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗн ятне илнӗренпе нумаях та вӑхӑт ирмен, вӑл Чӑваш халӑх артисчӗ пулса тӑнӑ. "Телеюрӑ" та хӑйӗн пӗрремӗш премийӗпе шӑпах ӑна хавхалантарнӑ. Аслӑраххисем ӑмсаннӑ, кӗҫӗннисем тӗслӗх вырӑнне хурса хавхаланнӑ.
Людмила Ивановна шухӑшӗпе, юрӑҫ пултарулӑхӗ тата сценӑна юратни уйрӑлми тачӑ ҫыхӑнура. Вӗсенчен юлашкин пӗлтерӗшӗ вара артисткӑшӑн уйрӑм та хӑйне евӗр. "Сцена умӗнче ман пысӑк парӑм пур, — тет вӑл. Телейӗмпе курнӑҫтарчӗ". Сасӑ операторӗнче ӗҫлекен Эдуард Воронов халӗ унӑн юратнӑ мӑшӑрӗ кӑна мар, тӗп пулӑшуҫи те. Ҫывӑх ҫынсен хавхалантарӑвӗпе тӗрӗс асӑрхаттарӑвӗсемсӗр артиста йывӑр килессипе килӗшмест мар Людмила Ивановна. Сӑмах май, ывӑлне те ҫаплах чӗнеҫҫӗ. "Манӑн икӗ Эдуард", — ҫемйипе хаваспах паллаштарать юрӑҫ. Телӗйлӗ амӑшӗ кӗҫех ывӑлне ҫара ӑсатма хатӗрленет. Тӗпренчӗкӗсене хӗсметрен куҫ пек кӗтекен амӑшӗсене питӗ лайӑх ӑнланать вӑл. Чечен вӑрҫи кӳнӗ пысӑк инкеке пӗрле пайланине пӗлтерес тесе ывӑлӗсене яланлӑхах ҫухатнӑ амӑшӗсене валли пӗрре мар тӳлевсӗр концерт йӗркеленӗ.
Раҫҫейре кӑна мар, тӗнчере те Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ ҫитсе курман вырӑн сахал. Людмила Семенова сассисӗр унӑн программи, ахӑртнех, тулли пулаймӗччӗ. "Кулленхи ҫулҫурев-гастроль сирӗншӗн чи малтанах мӗнле паха?" — кӑсӑклантӑмӑр эпир. "Хамӑр хуранта кӑна "пиҫсессӗн" артистсене пултарулӑха аталантарма йывӑр, — сцена тӗнчин вӑрттӑнлӑхне уҫать Людмила Ивановна. — Залра ҫӗр-ҫӗр мӑшӑр куҫ ӗненсе, хавхаланса сӑнанине туйнинчен пӗлтерӗшлӗреххи пирӗншӗн урӑх ҫук та".
Артистка иртнӗ ҫулсенче Францири пысӑк хуласенчи гастроле аса илчӗ. Ансамӗль директорӗ Ольга Королькова тӑрӑшулӑхне кура пирӗн артистсемшӗн чикӗ леш енчи ҫулҫӳрев тахҫанах ҫӗнӗлӗх мар. "Кӑввик-кӑввик кӑвакарчӑн" юрланӑ хыҫҫӑн "Калинка" вырӑс халӑх юррине шӑрантарма пуҫларӑм, — каласа кӑтартать артистка, — Хушма ҫаврӑмсене халӑх аранах кӗтсе илчӗ. Унтан пурте ура ҫине ҫӗкленчӗҫ те манпа пӗрле юрлама пикенчӗҫ... Вара аякран аслати кӗмсӗртетсе килнӗ пек туйӑнма пуҫларӗ..." Урасемпе тӑпӑртатса французсем чи пултаруллисене кӑна ҫапла тав тунине Людмила Ивановна унччен пӗлмен. Фестиваль уҫӑ сцена ҫинче иртнӗрен урӑхла шухӑш пуҫа килмен те пулӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Франци урамӗсем тӑрӑх уҫӑлса ҫӳренӗ чухне Чӑваш халах артистки умӗнче чарӑнса пуҫ таякан та пулнӑ. "Мадам Калинка!" — хисеплесе ҫапла чӗннӗ пирӗн юрӑҫа унта. Тепӗр куннех вырӑнти "Эко Лисс" хаҫат та асӑннӑ фестивале хутшӑннӑ Чӑваш Ен коллективӗн пултарулӑхне пайӑррӑн палӑртса "сасӑсен тасалӑхӗпе тумтир хӳхӗмлӗхне" (артистсем, паллах, чӑваш кӗпи-тумӗпе пулнӑ) асӑрханӑ.
Чӑвашсен тата ют ҫӗршыв халӑхӗн юрри-кӗввипе артисчӗсен хушшинчи куҫа курӑнакан уйрӑмлӑх та кӑсӑклӑ пулчӗ пирӗншӗн. Ку ыйтӑва вара Людмила Ивановна акӑ мӗнле хуравлать: "Чӑваш йӑваш тесе ахаль каламан. Сцена ҫинче те ӑна сӑпайлӑх илем кӳрет. Ют халӑх ҫеммисенче тапса тӑракан параппан хӑвачӗ тӗпре пулсан, пирӗн юрӑсем кӗвӗ черченлӗхӗпе тыткӑнлаҫҫӗ". Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче халӑх артистки Санкт-Петербургри ентешсем патне ҫитсе килнипе кӑмӑллӑ. "Чӑвашлӑхшӑн тунсӑхласа ҫитни куҫ кӗрет, кӗпе ҫинчи кашни тӗрре сӗртӗнсе пӑхасшӑн, вӗсемшӗн кашни эреш паха, — ҫулҫӳрев хыҫҫӑнхи шухӑш-туйӑмне пирӗнпе пайлать юрӑҫ. — Тӑван чӗлхеллӗ дисксене черет тӑрса туянаҫҫӗ."
Людмила Семенова репертуарӗнче вырӑсла тата чӑвашла юрӑ кӑна мар, пушкӑрт, тутар юрри те йышлӑ. Чикан юррисене те (вырӑсла паллах) ӑста шӑрантарать вӑл. Ҫапах та чунӗ ытларах чӑваш халӑх юррисем патне туртӑннине пытармасть. Унӑн паянхи пӑшӑрханӑвӗ те ҫакӑнпах ҫыхӑннӑ. "Ҫамрӑк юрӑҫсем наци пахалӑхӗсене уяманни питех те сисӗнме пуҫларӗ. — тет вӑл. — Унччен ҫирӗп "ала" витӗр кӑларнӑ хыҫҫӑн тин сцена ҫине тухма ирӗк панӑ пулсан халӗ лару-тӑру урӑхларах. Ҫапах та халӑх хӑйӗншӗн пахараххине, пархатарлине суйласа упрас шанчӑка вӑҫертес килмест". "Профессионал юрӑҫ пулнӑ май паянхи эстрадӑна мӗнле хаклатӑр?" — ыйту хуравӗ те ҫаках пулчӗ. Хӑйӗн репертуарӗнчи халӑх юррисене пӗр тӗвве пухас тӗллевпе Людмила Семенова "Сарӑ кайӑк йӑвара" диск кӑларнӑ. Амӑшӗ те чунӗ хӳхленӗ самантсенче юрӑпа йӑпаннӑ унӑн. Тарӑн шухӑшӗпе чуна витерекен чӑн-чӑн чӑваш юррисемпе:
Аякри вут ҫути, ай, мӗн усси Аллӑм шӑннӑ вӑхӑтра ӑшӑтаймасан...